Эссе

Шкулчченхи вӗренӳ организацисенче чӑвашлӑха мӗнле аталантармалла.

Пирӗн асаттесен историйӗ ҫынна уйрӑм витӗм кӳрет. Ача кирек ӑҫта пурӑнсан та, унӑн ачаранпах чӗлхине, халӑх культурине вӗренмелле, унӑн чунне, характерне, унӑн иртнӗ пурнӑҫӗпе хальхи пурнӑҫне пӗлмелле. Анчах хальхи вӑхӑтра тӑван чӗлхепе, хӑйсен халӑхӗн культурипе кӑсӑкланасси чакать.Ҫавӑн па та мӗн пӗчӗкрен ачасене тӑван чӗлхене явӑҫтармалла. Ку пирӗн ҫӗршыври нумай наци ҫемьесемшӗн ҫивӗч ыйту. Шел, истори, культура, чӑваш халӑхӗн йӑлисем ҫухалма пуҫларӗҫ. Ку чӗлхе никама та кирлӗ мар тенине илтме пулат ашшӗ- амӑшсенчен. Эпӗ  ача садӗнче ӗҫленӗ май ачасене мӗн пӗчӗкренех чӑваш чӗлхине вӗрентмелле тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ҫак тапхӑрта ытти чӗлхесене хӑнӑхни малашне ачасене ҫӑмӑл пулать. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем чӑваш чӗлхине вӗренме пачах та кирлӗ мар.

Ман шухӑшпа чӑваш чӗлхине вӗрентни, чӑвашлӑха малалла тӑсни тесе шутлатӑп. Ҫак тӗлӗшпе пирӗн питӗ тӑрӑшмалла. Ача садӗнче час- часах тӗрлӗ уявсем ирттермелле, юмах каҫӗсем. Ачасене чӑваш юмахӗсем вӗренмелле. Ашшӗ- амӑшӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну тытмалла. Эпир чӑвашра пурӑннӑ май, чӑваш чӗлхине манар мар.